БУ "Чувашский республиканский радиологический центр" Минприроды ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хыпар" хаҫата С.В.Рязанов панӑ интервью

29 января 2018 г.

 Радиаци хумĕ вăйлă мар

Республикăра тарăн çĕрте упранакан радиоактивлă япаласем, ядерлă топливо предприятийĕсем - радиацин пысăк дозиллĕ çăл куçĕсем çук. Çапах та унăн фонĕ мĕнле шайра-ха? ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствин «Чăваш Республикин радиологи центрĕ» бюджет учрежденийĕн директорĕ Сергей Рязанов хуравлать.

- Çĕр чăмăрне радиаци хумĕ тĕнче уçлăхĕнчен сарăлса явкалать. Паян этем ăна сиенсĕрлетессишĕн кĕрешме пултараймасть. Радиоактивлă япаласем çын организмне шывпа, апатпа, сывлăшпа пĕрле лекеççĕ. Эпир ион тăвакан шевлесемпе пайăркасене туймастпăр.

- Чăваш Енри фон хăвачĕ çинчен мĕнле пĕлмелле?

- Пирĕн центр сайтне уçса пăхăр. Унта республикăн радиаци-гигиена паспортне вырнаçтарнă. Ăна çĕнетсех тăратпăр. Этеме радиаци дозин 90% çут тĕнчерен, 10% медицина тĕпчевĕсенчен сарăлса тивет. Ион тăвакан шевлесемпе пайăркасем саракан производствăн тата унтан сарăлакан фон тÿпи 0,15% çеç.

- Ытларах вăл ăçтан тухать?

- Вăтам доза республикăра пурăнакан кашни çын пуçне 2016 çулта 4,14 мЗв кăна пулнă. Çĕршыври хăш-пĕр регионта çынран килмен сăлтава пула, тĕслĕхрен, сăрт-ту айĕнчен радиоактивлă радон-222 газ тухнăран вăл самай пысăк -  10-15 мЗв шайĕнче. Çакă радиоактивлă производствăра ĕçлекенсем çулталăк хушшинче пухакан кăтартуран /20 мЗв/ сахалрах.

- Тĕпчевçĕсем этем организмне кирлĕ апат-çимĕçре радиоактивлă изотопсем пур теççĕ.

- Çыншăн кали пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах вăл радиоактивлă изотоп тытса тăрать. Унăн çурма пайлану тапхăрĕ 10 миллиард çула тăсăлать. Этем калисĕр пурăнаймасть, çитмесен организмра сиенлĕ улшăну пулса иртет. Интернетри хăш-пĕр фильмра «курага, банан çиме пăрахăр, вĕсенче радиоактивлă изотопăн бета витĕмĕ пысăк» теççĕ. Пăшăрханма кирлĕ мар. Сывă çын мускулĕнче кали çителĕклĕ - 150 Бк/кг патнелле. Кашни литр сĕтре вăл 40-50 Бк/кг.

- Сергей Венедиктович, маларах радон-222 газ сиенне палăртрăр. Тата хăш радионуклид этемшĕн хăрушă?

- Радон-222 пайлансан пулакан япаласем, полоний, висмут, хура тăхлан изотопĕсем. Вĕсем табакра нумай пуçтарăнаççĕ, пирус туртнă чухне сиен кÿреççĕ.

- Изотоп табак çулçисене мĕнле лекет?

- Çитĕннĕ чухне вĕсем Çĕр чăмăрĕн горизончĕ майлă выртнăран хăйне евĕрлĕ фильтр пулса тăраççĕ, радиоактивлă аэрозольсене пухаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ специалистсем радиаци мониторингне пĕтĕмлетме мăк курăкĕпе, çумăр ăманĕпе, усал кăмпасемпе, çиме юрăхлă кăмпасемпе, çĕре шăтарса йăва тăвакан чĕр чунсемпе усă кураççĕ.

- Радионуклидсем тата ăçтан сарăлаççĕ?

- Центр фона графикпа килĕшÿллĕн виçсех тăрать. Чернобыль АЭСĕнче 1986 çулта инкек кисретнĕ хыççăн Улатăр, Шăмăршă, Патăрьел вăрманĕсене çумăрпа радиоактивлă хутăшсем лекни çинчен эпир «Хыпарта» çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ. Вĕсем тăпрара самаях, çапах нормативра палăртнинчен сахалрах. Цезий изотопне Шăмăршăпа Улатăр чăтлăхĕнче халĕ те тупма пулать. Цезий тăпра гумусĕпе тачă çыхăнать, ÿсен-тăрана, этемпе чĕр чун организмне сахал куçать. Ăна тăпраран çÿлте асăннă кăмпасем сăхаççĕ. Пĕр çулхине массăллă информаци хатĕрĕсем Мускаври пасарсенче этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ кăмпа сутни, унта цезий нормăран ытларах пулни, ăна Чăваш Енре татни çинчен пĕлтерчĕç. Центр кăмпасенчи доза шайне çуллен тĕпчет. Вĕсенчи цезий витĕмĕ нормăн 30% таран çеç.

- Апат-çимĕçре епле?..

- Унти радионуклидсен хисепне гигиенăпа эпидемиологи, радиологи, стандартизаципе метрологи центрĕсен лабораторийĕсенче палăртаççĕ. Пасарсенчи ветеринари-санитари экспертизин лабораторийĕсенче те пĕлеççĕ. Вĕсен радионуклидсен активлăхне виçмелли приборсем пур. Тавар туянакансене этем организмĕшĕн сиенлĕ кăмпа е çырла /хура çырла, кĕтмел, шур çырли/ пулсан - суттармаççĕ, вĕсене тимлĕ тĕрĕслеççĕ. Пирĕн патра туса кăларакан апат-çимĕçре производство технологийĕпе çыхăннă радионуклидсен кăтартăвĕ питĕ пĕчĕк.

- 2011 çулта тинĕсре çĕр чĕтреннĕрен Фукусимăри атом электростанцийĕнче авари пулчĕ. Тавралăха радиаци хутăшĕсем, вăл шутра йод-131 тата цезий-137, нумай сарăлнă терĕç. Японирен Чăваш Ене те автомашинăсем турттараççĕ. Вĕсемпе пĕрле радиоактивлă япаласем «ерсе» килмеççĕ-ши?

- Радионуклидсен гамма тата нейтрон пайăркисене Раççей чикинчи таможня пункчĕсенче, портсенче вырнаçтарнă автоматсем çийĕнчех палăртаççĕ. Çĕршыва пысăк витĕмлĕ радионуклидлă тавара кĕртмеççĕ. Тимĕр-тăмăрта ион тăвакан шевлесен активлăхĕ нормăран пысăкрах пулнăран чикĕ урлă ирттермен тĕслĕх çулталăкра темиçе теçетке пуçтарăнать. Китай интернет-магазинĕсем радиактивлă торий-232 чылай тытса тăракан тавар /энерги активаторĕ, кинетика хăйăрĕ, оптика кĕленчи т. ыт. те/ туянма сĕнеççĕ. Паллах, вĕсенчен асăрханмалла.

                                                                                                   Юрий МИХАЙЛОВ

                                                                                                                     калаçнă

Первоисточник: Хыпар ха?ат, 26.01.2018

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика